Нарăс уйăхěн 21-мěшě – тăван чěлхесен кунě.

Нарăс уйăхěн  21-мěшě – тăван чěлхесен кунě.


   Тăван чěлхесен кунне 1999 çулхи чÿк уйăхěнче   ЮНЕСКОн Тěп конференцин 30-мěш сессийěнче палăртма йышăннă. 2000 çултан пуçласа уявлатпăр.
ЮНЕСКО пěлтернě тăрăх, Çěр çинче 7097 чěлхе. Вěсенчен 70% çывăх вăхăтра çухалма пултарать.
   Тăван чěлхе кунне халалласа  тěрлě ěç-пуç хатěрлесе ирттертěмěр. 5-11 классенче «Тăван чěлхе – сÿнми пуянлăх» класс сехечě иртрě. 10 класра вара «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» уçă урок пулчě. Вěренекенсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă  пулни  палăрчĕ.
   Тăван чěлхе – пирěн халăхăн ěмěр сÿнми ăс-тăн чечекě. Çав чечеке нихăçан та сÿнтерес марччě, яланах ялкăшса тăтăр вăл.