Тăван чěлхене халалланă ěçсем малаллах пыраççě

Тăван чěлхене халалланă ěçсем малаллах пыраççě

   Шкулта тăван чěлхене халалланă эрне паян, нарăс уйăхěн 22-мěшěнче, малалла тăсăлчě.
   5-мěш класра «Тăван чěлхене кам лайăхрах пěлет?» КВН пулчě. Икě ушкăна пайланса(«Чăваш ачи» тата «Чěкеç»)  тупăшрěç вěренекенсем. Чěлхе çинчен сăвă каларěç, ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне те палăртрĕç,  тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те тупрĕç, кăсăклă ыйтусем валли хуравне те хатěрлерěç. «Чěкеç» ушкăн  тĕрлĕ енлĕ пултаруллă  пулни  палăрчĕ. Ку ушкăнра çаксем – Егорова Татьяна, Никифоров Петр, Полякова Анна, Полякова Полина, Степанов Вадим, Федоров Егор, Чугунов Максим.
    7 класра вара «Тěлěнтермěш тěнчи» вăйăра пěлěвěсене тěрěслерěç. Пуринчен те хастаррисем – Воробьева Карина, Гаврилов Алексей, Медведев Кирилл, Петькова Екатерина, Столярова Дарина. Саламлатпăр!