Чăваш чěлхи кунě ячěпе уяв иртрě.

Чăваш чěлхи кунě ячěпе уяв иртрě.

    Иван Яковлевич Яковлев - чăваш халăхěшěн чăннипех те нихăçан манăçми çын. Вăл –чăваш алфавитне никěслекенě, вěрентекен, ăсчах. Патша хурахěсем тискеррěн алхаснă вăхăтра вăл тăван халăхне çутта кăларма пикенет, çак ěçе хăюллăн, хастаррăн, чунне парса тăвать.
   И.Я.Яковлев чăваш халăхěн аталанăвне чěртекенě, унăн культурине çěклекенě.   
   Вăл уçнă Чěмпěр чăваш шкулě революциччен чăваш халăхěшěн университет та, академи те, консерватори те, театр та пулнă.
   И. Я. Яковлев – чăвашсен малтанхи поэчěсен, писателěсен, артисчěсен вěрентекенě.
   И.Я.Яковлева халалласа  чăваш чěлхи кунěнче  «Халăхăн улăпла паттăрě» литературăпа музыка композицийě пулчě. Çак уява пиллěкмěш,çиччěмěш, саккăрмěш класра вěренекенсем хастар хутшăнчěç: пěрремěш сăпатран Иван Яковлевич ачалăхě çинчен каласа пачěç. Карина Савельева Александр Алка çырнă «И.Я.Яковлев» сăвва  чуна пырса тивмелле вуларě.
   Иккěмěш класра вěренекен Петькова Варварăпа Федорова Алина «Икě пěчěк сар автан», виççěмěшěнчен Константинова Ирина «Асамат кěперě» юрăсене шăрантарчěç.
   Чăваш чĕлхи кунě усăллă та тухăçлă иртрĕ. Пурне те кăмăла кайрĕ.

Фотогалерея