Ака уйăхěн 29-мěшě – Чăваш Республикин Патшалăх Символěсен кунě. Уява эпир 1992 çултанпа паллă тăватпăр. Кăçал – 30 çул.
Карапай Шăмăршăри пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан шкулта та çак ятпа чаплă уяв пулчě.
Чăваш Республикин вун иккěмěш суйлаври Аслă Канашăн тăххăрмěш сессийěнче Элли Юрьев геральдист-художник хатěрленě Ялавпа Герб проекчěсене тата Г.Лебедевпа И. Тукташăн «Тăван çěршыв» юррине Гимн пулма çирěплетеççě.
1992 çулхи çу уйăхěн 8-мěшě. 10 сехет те 40 минут. Чăваш Республикин Аслă Совечěпе Правительство вырнаçнă çурт тăрринче Чăваш патшалăх Ялавě вěлкěшме пуçланă. «Çак Ялава халăха ырлăх сунса хатěрлерěм. Ăна хатěрлеме мана пÿрнишěн савăнатăп,» - тенě Элли Михайлович Юрьев художник.
Хамăрăн Ялав, Герб, Гимн пулни эпир, чăвашсем, ытти халăх пекех тулли палăрăмлă наци пулнине пěлтерет, çирěплетет. Çавăнпа та ку пирěншěн чăн-чăн уяв.
Чăваш Республикин патшалăх Ялавě, Гербě, Гимнě пирки 10 класра вěренекен Львова Анастасия тата Степанова Карина тěплěн те пурне те ăнланмалла каласа пачěç.
Чăваш Республикин патшалăх Ялавěн тěсěсем – сарă тата йěпкěн хěрлě – чăваш халăхěн йăлана кěнě тěсěсем. Сарă тěс – чăвашсен чи хитре тěсě. Вăл мěн пур илемлěхпе ырлăха сăнарлать. Хěрлě тěс - халăх эрешěн тěп тěсě. «Пурнăç йывăçě» эмблема – авалхи чăвашсен руна çыруăлăхне тěпе хурса хатěрленě паллă. Вăл чăваш халăхěн шалти чун-чěре килěшÿлěхне, йěри-тавралăхпа тата çут çанталăкпа килěштерсе пурăнма ăнтăлнине кăтартать, Чăваш Республикин çěрě çинче пурăнакан халăхсен пěрлěхне сăнарлать. «Виçě хěвел» эмблема пурнăç парнелекен тата тивлетлěхе упракан Хěвел çутине сăнарлать. Ăна виçě хутчен ÿкерни чăваш халăхěн «Пулнă, Пур, Пулатпăр» ăнлава палăртать.
Чăваш Республикин патшалăх Гербě те сарă тата йăмăх хěрлě тěссенчен тăрать. Хулкан(щит) варринче - «Пурнăç йывăçě». Вăл, çиелтен пăхсан, чăвашсем киремете (тěне кěмен чăвашсен чÿк вырăнě) парне панă выльăх тирне аса илтерет. Тăван патшалăхшăн кěрешсе пуç хунă чăваш паттăрěсене сăнарлать вăл.
Чăваш Республикин патшалăх Гимнě – патшалăх тата унăн суверинитечěн палли. Патшалăх Гимнне патшалăх пěлтерěшлě пуху-ларусене, спортпа культура мероприятийěсене ирттернě чух (уçнă тата хупнă вăхăтра) юрлаççě.
Чăваш халăхě Патшалăх Символěсемпе мухтанма та, мăнаçланма та пултарать, мěншěн тесен вěсенче официаллă пěлтерěш кăна мар, илемлěх сăпачěпе поэтика сăнарлăхě те пур.
Малалла Чăваш Ялавěпе Гербěн, Гимнěн авторěсем çинчен каласа пачěç.
Уяв Чăваш Патшалăх Гимнне юрланипе вěçленчě.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Карабай-Шемуршинская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих