Карапай Шăмăршăри пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан шкулта чăваш чěлхи эрнинче кашни класс( 1-мěш класран пуçласа 11-мěш класс таранах) хамăр тăван чěлхене, И.Я.Яковлева, çывхарса килекен Аслă Çěнтерěве халалласа чăвашла хаçат кăларчě: пěрремěшсем – «Кăвак тÿпе – телейлě ачалăх», иккěмěшсем – «Эпир- миршěн!», виççěмěшсем – «Тăнăç пурнăç пултăр яланах», тăваттăмěшсем – «Яланах сар хěвел пултăр!», пиллěкмěшсем – «Юрататăп Тăван çěршыва»(Ф.Н.Орлов пултарулăхě тăрăх), улттăмěшсем – «И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавěсем», çиччěмěшсем – «Чăваш чěлхи – ман тăван чěлхе», саккăрмěшсем – «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканě», тăххăрмěшсем – «Чăваш Ен – савнă тăван ен», вуннăмěшсем – «Владимир Бараев – паттăр салтак, пултаруллă сăвăç», вун пěрмěшсем – «Чăваш çěрě – çěр пин тěрě çěршывě».
Ку ěç кăмăла çěклет, тăван чěлхепе çěнěлěх пěлме хистет.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Карабай-Шемуршинская средняя общеобразовательная школа" Шемуршинского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих