Çамрăк корреспондентсен IV слечě иртрě

Çамрăк корреспондентсен IV слечě иртрě

   Республикăн тěп хулинче, Шупашкарта, çу уйăхěн  вун тăххăрмěшěнче «Хыпар» Издательство çуртěнче çамрăк корреспондентсен IV слечě иртрě. Слет кăçалхипе  тăваттăмěш хутчен пулчě. Унта çěре яхăн ача хутшăнчě. Вěсенчен пěри –Карапай Шăмăршă шкулěн 8-мěш класěнче вěренекен Снежана  Никифорова. Журналистикăпа, дизайнпа, сăн ÿкерессипе, ÿкерчěк тăвассипе тата  тěрлессипе  ăсталăх класěсем  йěркеленě. Çамрăк корреспондентсемпе тěл пулма чăваш эстрада артисчěсем  Георгий Смирновпа Алина Выйгетова  тата чăваш халăх поэчě Раиса Сарпи пынă.
   Унччен пěр-пěрин ятне хаçат страницисенче çеç курнă ачасем паллашма та май тупрěç.  Слетра хавхаланнă хыççăн татах та тăрăшарах çырма сăмах пачěç.
    Ăсталăх класěнче пулнă хыççăн  Снежана  репортер пуласси çăмăл маррине, темěн те пěлмеллине, малашне пушшех çине тăрса ěçлемеллине ăнланчě.



Фотогалерея