Чǎваш тĕрри кунĕ

Чǎваш тĕрри кунĕ

    Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йĕркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.
     Чӳк уйăхĕн  26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх – чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа Карапай-Шамаршари  вăтам  шкулта  «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» курав йĕркеленĕ. Кунта чăваш тĕрри çинчен çырнă  кĕнекесемпе паллашма, мастерсен урокесенче те пулса курма май пулчӗ. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине 8- меш класра веренекенсем пĕлчĕç. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та — хăть тÿнтер, хăть пиччĕн — пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. Унсăр пуçне мĕн пур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пур.



Фотогалерея